Кăçал ноябрь уйăхӗнче СССР халăх артистки, «Золотая маска» Раççей наци театрӗсен пемийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа ноябрӗн 16-мӗшӗнче 100 çул çитет. Чăваш театр искусствине пысăк тӳпе кӗртнӗ артисткăна халалласа нумай мероприяти иртет республикăра. Вӗсенчен пӗри – Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеç» I Халăхсен хушшинчи наци театрӗсен фестивлӗ. Çак проекта пурнăçлама респулика пуçлăхӗ Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Аксаков тӗрев панă. Борис Чиндыковăн «Хура чӗкеç» моноспектаклӗнчи сăнара тӗпе хурса çапла ят панă фестивале. Вера Кузьминична ку моноспектакльте уйрăмах асра юлмалла витӗмлӗ сăнар ăсталăнă, куракансем ăна ырласа йышăннă. Ноябрӗн 17-22-мӗшсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче тата Чăваш патшалăх пуканесен театрӗнче пырӗ вăл. Фестивальте Калмыки, Крым, Пушкăртстан, Марий Эл, Тутарстан Респуликисенчен тата çывăх ют çӗршывран Азербайджан Республикин сцена ăстисен ӗçӗсемпе паллашма май пулӗ. Чăваш Ен театрне К.Иванов ячӗл