Çулла авалхи чăваш виçисемпе ÿкерчĕк ÿкерме шутларăм. Пĕлетĕр ĕнтĕ, авалтан пирĕн нĕсĕлсем мĕн те пулин виçнĕ чухне хăйсен кĕлеткине усă курнă – утăм, хăлаç, ал лаппи, алă... Ÿкерме пуçлас умĕн эпĕ Леонардо да Винчи ÿкернĕ «Витрувианский человек» ятлă ÿкерчĕке тĕпчерĕм. Каярахпа авалхи вырăс виçисене интернетра тупрăм. Чăваш виçисене эпĕ 1982 çулта В.Д. Димитриев çырнă «Чувашский календарь и метрология» кĕнекинчен илтĕм тата Электронлă сăмахсарпа усă куртăм https://samah.chv.su/. Ÿкерчĕк варринче Улăп-паттăра ÿкерес терĕм, пирĕн халăх сăмахлăхĕ тăрăх вăл чăвашсене алăсталăха вĕрентнĕ. Çавăнтанпа пирĕн несĕлсем çак виçесемпе усă курнă ĕнтĕ. Ÿкерчĕке «Улăп виçисем» ят пама шутларăм. Аялта – хĕвелтухăç енчен куçакан авалхи чăвашсем – пăлхар-сăварсем. Унăн пĕлтерĕшĕ çавăнпек: куçакан халăхран тĕпленсе пурăнакан халăх пулса тăни. Хĕррисенче юпасем – Тĕнче тытăмĕ. Юпа тăррисенче – Хĕвел керменĕ тата Уйăх керменĕ. Вĕсене Асамат кĕперĕ çыхăнтарать, çав кĕпер тăрăх Улăп Амăшпе пĕрле выльăх кĕтĕ