ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе республикăра 2004 çултанпа анлă социаллă культура проекчӗ –çемье тата аннелӗх илемӗн «Нечкэбил» конкурсӗ пырать. Вăл кăçал та республикăн чи лайăх çемйисене пуçтарчӗ. Конкурсăн тӗллевӗ – çемье хаклăхне, Тутарстан халăхӗсен культурипе йăли-йӗркисене, сывă пурнăç йӗркине анлă сарасси. Унта законпа пӗрлешнӗ, ачаллă, Тутарстанра пурăнакан çемьесем кăна хутшăнаççӗ. Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура керменӗнче виççӗмӗш тапхăрӗ иртрӗ. Çӗпрел районӗн чысне Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Клеменьтевсем хӳтӗлесе «Халăх йăли-йӗрки» номинацире çӗнтерчӗç. Кунсăр пуçне Наталия «Жизнь замечательной семьи» сочиненисен конкурсӗнче те мала тухса Диплома тивӗçрӗ. Наталия Клементьева «Сувар» хаçатăн тахçанхи тусӗ пулнă май эпир те ăшшăн саламлама васкарăмăр, конкурс пирки каласа пама ыйтрăмăр. – Конкурса хутшӑнма мана районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Данирович Шарафутдинов сӗнчӗ. Ертӳçӗсене итлеме хӑнӑхнӑран -и, нимӗн шутласа тӑмасӑрах килӗш