Чăваш халăхĕн пултаруллă ÿнерçи Виктор Бритвин вилни 40-мĕш кунĕ çитрĕ ĕнтĕ (утă 10-мĕшĕ 1955 ç. - утă 23-мĕшĕ 2023 ç.). Пĕрремĕш хут эпĕ Бритвин ÿкерчĕкĕсене 4 çулта Çуйăн Хĕветĕрĕ пухнă «Улăп» кĕнекере куртăм. Мана унăн ÿкерчĕкĕсем çав вăхăтра чăннипех тĕлĕнтерчĕç. Улăп эпоса Атте мана балкон çинче çывăрас умĕн вуланине лайăх астăватăп. Унăн иллюстрацисем питĕ чĕрĕ, çав вăхăтрах чăн-чăн пек курăнчĕç. Асамат кĕперĕ, Акар йытти, Чĕкеçпе Улăп, Улăп-паттăрпа Мерчен, ÿкерчĕксене курса «Улăп тĕнчи» чăнах та пулнине ун чухне ĕнентĕм. Виктор Бритвин, паллах, тата нумай кĕнеке илемлетнĕ, анчах та «Улăп» кĕнекен иллюстрацисем Чăваш халăхĕшĕн чи витĕмлисем тесе шутлатăп. Чăваш эпосĕ «Улăп» - халăхра упранса юлнă пысăк пуянлăх. Чăвашсем Улăп çинчен çÿрекен паттăрла халап-юмахсене ăруран ăрăва, ламран лама каласа пырса 20-мĕш ĕмĕре çитерме пултарнă. Çуйăн Хĕветĕрĕ вĕсене 60 çул хушши пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса, çĕнетсе, сăвăласа эпос шайне çитернĕ. 1996 çулта кĕнеке кăларнă. Улăпра 40 юрă. Вĕсенче Улăп
УЛĂП. Чăваш эпосĕ. 1-мĕш пай. Виктор Бритвин ÿкерчĕкĕсем
12 сентября 202312 сен 2023
79
1 мин