Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ЧУНРА КАПЛАННӐ ТУЙӐМСЕМ

Чунра капланнӑ туйӑмсем,
Сана шыраҫҫӗ яланах.
Ӑҫта-ши савнӑ куҫӑмсем,
Телей паллиллĕ шур янах,
Хӗвеллӗ санӑн ҫут куллу,
Пуҫа ҫавран ҫепӗҫ сассу,
Эсӗ пурнан пӗчӗк хулу,
Унти ҫынсен сӑн хавасси?
Вӑрнар, Вӑрнар, Вӑрнар, Вӑрнар,
Надюшка, Надя, манӑн Шанчӑк.
Атя, савниҫӗм, савӑнар:
Пирĕн ятран юрлать -ҫке шӑпчӑк.
Чунра капланнӑ туйӑмсем,
Сан чӗрӳне ҫитсе вырнаҫчӗр.
Тавра саланнӑ ыр хумсем,
Чие ҫырли пулса тӑрайччӗр.

Чунра капланнӑ туйӑмсем,
Сана шыраҫҫӗ яланах.
Ӑҫта-ши савнӑ куҫӑмсем,
Телей паллиллĕ шур янах,

Хӗвеллӗ санӑн ҫут куллу,
Пуҫа ҫавран ҫепӗҫ сассу,
Эсӗ пурнан пӗчӗк хулу,
Унти ҫынсен сӑн хавасси?

Вӑрнар, Вӑрнар, Вӑрнар, Вӑрнар,
Надюшка, Надя, манӑн Шанчӑк.
Атя, савниҫӗм, савӑнар:
Пирĕн ятран юрлать -ҫке шӑпчӑк.

Чунра капланнӑ туйӑмсем,
Сан чӗрӳне ҫитсе вырнаҫчӗр.
Тавра саланнӑ ыр хумсем,
Чие ҫырли пулса тӑрайччӗр.