Найти тему
Тӳпе Юркки

ҪӖРШЫВА ҪУХАТНӐ ЫРАТУ

Яш чухне кам сӑвӑсем ҫырман-ши,
Туйӑмпа тулли пулнӑ эпир.
Пуҫ усман юрату ӑнманшӑн,
Ӗмӗтленнӗ, савнӑ каҫ та ир.

Телейпе ҫӳренӗ те ӗҫленӗ,
Ҫӗршыва мухтанӑ чӗререн.
Ӗмӗтсем те ырӑпа вӗҫленнӗ,
Пурнӑҫа пуҫтарнӑ пӗрчӗрен.

Ҫур тӗнче майлă пирӗн патшалăх:
Ют пулман ун никӗш кӗтесси.
Пурӑнма та, савӑнма пит лайӑх-
Никам та шанман вӑл пӗтессе.

Пӗр кунрах тӑлӑха тӑрса юлтмӑр -
Чун хурланчӗ - пулăшма май ҫук.
Ваучер телейё - хура юмор,
Халăха кӑтартрӗ кукӑр ҫул.

Савӑнсах сутма хӑвӑрт пикенчӗҫ,
Ҫӗршыва ун ҫӗнӗ хуçисем.
Анӑҫ суйнине вӗсем ӗненчӗҫ,
Ҫара кут тӑрса юлса хăйсем.

Ҫаратса никам та пуяйман -
Сутӑнчӑк телейлӗ пулаймасть.
Кам хӑйӗн таса ятне яман-
Илтӗр халăх ҫийӗн власть.

Турӑ пачӗ Путина пире,
Вăл пуҫтарӗ ҫӗршыва каллех.
Килекен инкексене сирет -
Ҫынсене аталану кирлех.

Ӗненӳ, пӗртанлӑх, юрату,
Пур ҫынра та, халӑхра пуласчӗ.
Ҫӗршыва ҫухатнӑ ырату,
Вӑхӑт иртнӗҫем кӑштах тамалчӗ.

Ҫамрӑк чух кам сӑвӑсем ҫырман-ши,
Савӑк пулнӑ пурӑнма, ӳсме.
Хальхи пурнӑҫ яланах ӑнманшӑн,
Путина ан айӑплӑр, туссем!