Найти тему
Тӳпе Юркки

АХ, ЙЫВӐР- ҪКЕ СӐВӐҪ ПУЛМА

Каллех вӑранчӗ ман чӗре -
Ҫут туйăмсем шевле сапаҫҫӗ.
Эп юратса миҫе хӗре -
Татах ман техӗме сыпасчӗ.

Тӗнче парни - хӗрарӑмра,
Савни вӑл - пурнӑҫ та телей.
Унпа - кунҫулӑм вӑрӑмрах,
Вăл манӑн - алӑри хӗвел.

Юратнӑ ҫын ӑшшӑн пăхсан,
Ҫупӑрласан ачаш алсем.
Иксӗмӗр те ӑсран тухсан -
Кирлех-ши сирĕн сăмахсем?

Ах, йывӑр-ҫке сӑвӑҫ пулма -
Чӗре ҫурса чун валеҫме.
Ялан вунҫиччӗре юлма,
Куҫҫульлӗ юрату ӗҫме.

Каллех вӑранчӗ ман чӗре -
Каллех мана савма ыйтаҫҫӗ.
Сӑмаххи ҫеҫ: ,,Савни пӗрре" -
Чӑн пурнӑҫра - пурте суяҫҫӗ.