Савни тееймӗп эп сана,
Тем пек мана эс килӗшсен те.
Хитре чечекне курсанах,
Ҫӗтсе каяҫҫӗ лĕпĕшсем те.
Ик чун ҫунса пӗрне-пӗри,
Ҫут туйӑмпа ҫеҫ ӑшӑтни ку.
Этемĕн тунсӑхлӑ чӗри,
Темскер кӗтни-ши кашни кун?
Кичем те тӗссӗр пурнӑҫри,
Телейлӗ, ӗмӗтлӗ асап.
Чунӑм уҫҫипе курнӑҫни,
Пуҫланчӗ ырӑ сан саспа.
Савни эп тейӗттӗм сана,
Мӗнпур ачашлӑха пухса.
Сана тепре эп курсанах,
Телейӗн тӑраттӑн тухса.