Найти тему
Тӳпе Юркки

ПӖЛМЕН УРОК ПАЛЛИ

Эс- ман инкек, эс - манăн йӑнӑш,
Хам куҫпала суйланă шельмӑ.
Чечек пек курӑннӑ эс хӑмӑш-
Ман пурнӑҫра эс урăх пулмӑн.

Эп хам ухмах, эп хам айван:
Ӑҫта пӑхса кама суйларӑм?
Ӑса кӗретпӗр-ҫке кайран -
Анах юлать чунра пӗр парӑм.

Тен, ҫын юратнӑ та ӗненнӗ?
- Кӑна та улталатӑп, - тен-ши?
Ман айван кӑмӑлӑм именнӗ -
Тӳрех хӑваламан эп темшӗн.

Чутах пулаттӑм саппасри -
Такам хыҫҫӑн темӗн валли.
Сӑмах - ултав вӑл. Ҫак асри.
Ытти - пӗлмен урок палли.