Эх, ҫамрӑклӑх, чӗре уявĕ:
ЧувГУ, общага, Шупашкар.
Инди киновӗсен куравӗ,
Пур ҫамрӑка тӑратнӑ кар.
Пуҫа ҫаврать диско ташши,
Залра янрать ак: ,,Джимми, Джимми!"
Ҫумра ларан хӗрӗн ӑшши:
Хӗрет халь шӑмӑсӑр шӑмми.
Экран ҫинчи ют кульминаци,
Пире те ҫат ҫыпӑҫтарать.
Савнин тути - ку номинаци,
Телейшӗн тем те тутарать.
Сенкер куҫсем кӑшт хупӑнсан,
Чунра ҫап-ҫутӑ пулса тӑчӗ.
Ним те тӑваймӑн вӑтанса -
Яш кӗлетке веҫех ӑнланчӗ.
Эх, ҫамрӑклӑх, ик ҫын уявĕ:
ЧувГУ, общага, Шупашкар.
Савнин ик алӑллӑ пӑявӗ
Лӑштӑр кайрӗ - сывлӑш ҫаврар.