Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ЙӖВЕНСӖР УТ

Шӳт сӑмахшӑн та тепӗр чухне,
Сивӗнме пулать кӳренсе.
Сӑмахне - йӗвенсӗр утне,
Епле-ши илмелле пӳлсе?

Ҫухатас килмест-ҫке сана:
Шикленетӗп пустуй сӑмахран.
Ӗмӗр пӑхӑттӑм та куҫунтан,
Сассӑр вулӑттӑм санӑн сӑнна.