Ҫуркунне пилленĕ тĕлпулу,
Пулмаллах телейлӗ пур енчен.
Чунӑма вырнаҫрӗ сан куллу:
Чӗре тек пуласшăн мар пĕччен.
Юрату ҫуралнӑ кун паян -
Савӑнать тӗнче те таврара.
Эс, савни, кӗҫех ларса каян,
Мӗн тӑвас- ха сансӑр ман вара?
Эп юлатӑп хам шухӑшсемпе,
Кашни саманта асра тытса.
Килӗшетӗн эс мана тем пек,
Тыткӑнларӑн чӗремпе ӑса.
Паллă мар- ха пирӗн пуласси:
Ӗмӗте чӑн тума ҫӑмӑл мар.
Иртни пит аван та - курасси,
Ан ҫураттӑр пирӗншӗн чăрмав.
Ҫуркунне пилленĕ тĕлпулу,
Пултӑрах телейлӗ пур енчен.
Чунӑма ҫутатрӗ сан куллу,
Чӗреҫӗм ан пултӑрччӗ пӗччен.