Найти тему
Тӳпе Юркки

АЧАЛӐХПА ТӖЛПУЛНИ

Аякра тăрать ачалӑхӑм,
Куҫӗпе мана пӑхса.
Кил кунта, эп сансӑр йӑлӑхрӑм -
Килмесен - пырап тухса.

Ҫитрӗм эп, йăмраллă Айкӑшӑм,
Сывӑ-и, тӑван сӑпкам?
Эп пӗлмен, эс мӗн ачалӑхӑм -
Кунҫула санпах сыпам.

Аякра тӑраттӑн, тусӑмҫӑм,
Куҫупа мана пӑхса.
Эп пӗлмен - эс чӑн та ӑрӑмҫӑ,
Ҫук та эс - килтӗм тухса.