Чунӑмри, юнӑмри тунсӑха,
Ниепле те сирсе пӗтереймӗп.
Сутса янӑ темиçе пуслӑха,
Яшлӑхпа телее тавӑраймӑп.
Кунсемпе ҫӗрсенче ӑшӑ ҫук,
Чӗр ҫынсем - вилнисен хушшинче пек.
Хам шыранӑ та хывнӑ тӳр ҫул,
Палăртса хунинчен аякра тем.
Мӗн туртать, кам чӗнет ырана,
Кӑмрӑк чунлӑ этем мӗлкине?
Тинкереп те инçетри хурӑна,
Сӑнарлатӑп пулас кинӗме.
Ачасем те, вӗсен ачисем,
Тусан тунсӑх витĕр чӗнеҫҫӗ.
Тӗрлӗрен пулсан та ҫынсем -
Чунри усала пӗр ҫӗнеҫҫӗ.
Илӗртмӗш ҫӗр ҫинче - пуслӑхпа
Тиесен те тиесе пӗтереймӗн.
Ҫав-ҫавах чунри тунсӑха,
Ниепле те сирсе ҫитереймӗн.
ТУНСӐХ
Около минуты
24 июня 2023