Арҫын вилме ҫуралнӑ вӑрҫӑра -
Пур пурнӑҫа ҫӗр ҫинче сыхласа.
Тӑшман килсен хӗрхенмӗ ачӑра -
Ҫӗнтерме ҫук сăмахпа ахлатса.
Арҫын вилме ҫуралнӑ вӑрҫӑра-
Хуть те хӑҫан , кашни ҫӗрпе шывра.
Ун тивӗҫӗ - пулма тимĕр ҫӑра,
Ан пулччӗрех тесен ҫемье ютра.
Арҫын вилме ҫуралнӑ вӑрҫӑра -
Хӑйӗн ятне гранит ҫине ҫырса.
Вӑл пулма тивӗҫ ҫирӗп хурҫӑран,
Тӑшман ҫинче тӑма ҫунат сарса.