Тӑшман мӗнпур хӗҫпӑшалӗпе вĕлерме тапӑнать.Тӑван ҫӗршывӑн арҫыннисем те мӗнпур хӗҫпӑшалӗпе хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑмаҫҫӗ, ҫав хӗҫпӑшалсенчен пуринчен те пӗр-пӗрне переҫҫӗ. Унта, паллах, вилмесӗр май ҫук.
Ӑслӑ Отечественный вӑрҫӑра миҫе миллион салтак пуҫне хунине пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ тетӗп. Ҫавӑнпа та кашни салтаках вӑрҫа кайнӑ чухне хӑй вилме пултарассине лайӑх ӑнланса кайнӑ, каять те. Ҫавӑнпа куҫҫуль витĕр ӑсататпӑр вӗсене. Вӗсем те хурланса каяҫҫӗ. Никамӑн та вилес килмест, никамӑн та вӗлерес килмест. Анчах та самани ҫавӑн пек ҫаврӑнса ҫитсен алла хӗҫпӑшал тытма тиветех , унта вилесси те пулать. Салтаксем хăйсен вилӗмӗпе тӑшмана хирӗҫ хӗҫпӑшалпа тӑрайман ачасемпе хӗрарӑмсене, ваттисемпе сусӑррисене чӗрӗ хăварас тесе вилеҫҫӗ. Ҫак тӗрӗслӗхе ӑнланни пире паянхи кун та шутсăр кирлӗ. Майӑн 9-мӗшӗнче эпир иртнӗ Аслӑ вӑрҫӑра вилнĕ тата унта хутшăннă салтаксене аса илетпĕр, вӗсене тав тӑватпӑр, чун-чӗререн мухтатпӑр, вӗсем пек пуласчӗ тетпĕр