Сӑмсипе нӑшик-нӑшик туса,
Ман ҫине пӑхать те ачалӑх.
Пурнӑҫран ӗмӗтелле тухса,
Ун патне касатӑп эп алӑк.
Ҫывӑхрах, ҫывӑхрах-ҫке сассу,
Сывлӑшне те пӗрлех сывлатпӑр.
Ҫывхарсам, тупӑнсам-ҫке - асту
Иксӗмӗр пӗрле выляймастпӑр.
Тупӑнсам, сасна пар-ҫке: - Ау-у!
Хӑв юратнӑ хӗрпе паллаштарӑп.
Вăл халь ӳснĕ, илетӗ шалу,
Килнех илсе кайӑп, кӑтартӑп.
Эсӗ уншӑн мана каҫарсам -
Качча кайнӑ вӑл тахçанах.
Эп кӗтетӗп: килсе-ҫке тӑрсам,
Эс курсамччӗ - эп те ҫарранах...