Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ТӐНА КӖРЕТӖП

Ман намӑса ҫумӑр хуплатӑр,
Шывпа куҫҫулӗм юхса кайтăр.
Ҫулпа илсен, паллах, эп ватӑ,
Анчах ман ӗмӗтӗм-ҫке - кӑйкӑр.

Ҫӗртен ытла та уйрăлса
Питӗ ҫӳле вӑл ҫӗкленет те,
Ӳкет ҫӗре савни сутсан -
Эп ҫавӑнпа халь йӗпенетӗп.

Мӗн-ма ача пек ӗненетӗп:
Хӗрарӑм пек кайран йӗретӗп?
Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ вӗренетӗп -
Хӑҫан-ши эп тӑна кӗретӗп?