Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ЧӐН ЧӖРӖЛНИ

Сан сассуна каллех илтни -
Ман чунӑм чӑн та чӗрӗлни.
Сасартăках телей ҫитни,
Шӑпам хӗвел пек хӗрелни.
Пӗртен-пӗр хаклӑ, тӑван сас -
Телей пӗрчи кашни сӑмахӗ.
Сана хӑҫан-ши ҫупӑрлас,
Сӑмах хуҫин таса ахахӗ?
Эп сансӑр - пушӑ уҫлӑхра,
Пӑч тӗттӗм манӑн кашни кун.
Эпир ҫӳренӗ улăхра
Ҫаплах ӳсет чечеклӗ чун.
Пире пӗрле пулма чӗнсе
Вӗсем халь тилмĕрсе ыйтаҫҫӗ.
Мӑн кӑмӑлна хуллен ҫӗнсе
Манпах эс тепĕр хут атяччӗ.
Эп пулӑп саншӑн ҫурхи ҫил,
Эс манӑн - ҫутӑ ҫуркунне.
Сана мӗн кирлӗ - веҫех ил,
Мана кирли - куҫу ҫунни.
Телейпеле куллу тулни,
Сассун шӑнкӑравӗ янрани,
Манпа ялан пӗрле пулни,
Ҫырла татса ҫиме пани.

Сан сассуна каллех илтни -
Ман чунӑм чӑн та чӗрӗлни.
Сасартăках телей ҫитни,
Шӑпам хӗвел пек хӗрелни.

Пӗртен-пӗр хаклӑ, тӑван сас -
Телей пӗрчи кашни сӑмахӗ.
Сана хӑҫан-ши ҫупӑрлас,
Сӑмах хуҫин таса ахахӗ?

Эп сансӑр - пушӑ уҫлӑхра,
Пӑч тӗттӗм манӑн кашни кун.
Эпир ҫӳренӗ улăхра
Ҫаплах ӳсет чечеклӗ чун.

Пире пӗрле пулма чӗнсе
Вӗсем халь тилмĕрсе ыйтаҫҫӗ.
Мӑн кӑмӑлна хуллен ҫӗнсе
Манпах эс тепĕр хут атяччӗ.

Эп пулӑп саншӑн ҫурхи ҫил,
Эс манӑн - ҫутӑ ҫуркунне.
Сана мӗн кирлӗ - веҫех ил,
Мана кирли - куҫу ҫунни.

Телейпеле куллу тулни,
Сассун шӑнкӑравӗ янрани,
Манпа ялан пӗрле пулни,
Ҫырла татса ҫиме пани.

-2