Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ПИРĔН ИСТОРИ

Пирĕн те истори пит ансат:
Эп сана юратнӑ, эсӗ - сутнӑ.
Виҫӗ кун та виҫ каҫра манса,
Урӑх ачана качча эс тухнӑ.
Эс, паллах, ман ҫинчен шутламан:
- Мансӑр мӗнле пурӑнӗ? - темен.
Эп сана нимӗскер те каламан,
Юрату ыйтса та ҫӳремен.
Хам пултарнă пек сана манма,
Тӑрӑшрӑм вара эп, мӗскӗнскер.
Пурнӑҫра, пӗлетӗн- и, ӑнма
Сан пекки вӗт кирлĕ, хитрескер.
Эп авлантӑм урӑххи ҫине,
Ҫухатнӑ телее шыраса.
Айӑпӑм ҫитрӗ ӗнтӗ пине,
Ютӑ ҫын куҫҫульне юхтарса.
Час-часах килетĕн асӑма,
Чӗрене вут- ҫулӑм хыптарса.
Салатса эп ятӑм ӑсӑма,
Сан сӑнна чунӑмра упраса.
Савӑнса вӗҫес килет ун чух,
Кӑкӑрта вӗри пулса каять.
Ӑнланап та - эсӗ манпа ҫук,
Ним те кирлĕ мар пулса тăрать.
Ӗненместӗп ӗнтӗ телее,
Ӗненместӗп сан туйӑмсене.
Эс пулсассăн - ҫитӗп хӗвеле,
Сансӑр - пуҫтарап хуйӑхсене.
Пустуях калаҫрӑм пулмалла -
Эс, паллах, ман ҫинчен шутламан.
Эп пӗлместӗп, мӗн ман тумалла,
Сансӑр турӑҫӑм ҫуккӑ пулсан.

Пирĕн те истори пит ансат:
Эп сана юратнӑ, эсӗ - сутнӑ.
Виҫӗ кун та виҫ каҫра манса,
Урӑх ачана качча эс тухнӑ.

Эс, паллах, ман ҫинчен шутламан:
- Мансӑр мӗнле пурӑнӗ? - темен.
Эп сана нимӗскер те каламан,
Юрату ыйтса та ҫӳремен.

Хам пултарнă пек сана манма,
Тӑрӑшрӑм вара эп, мӗскӗнскер.
Пурнӑҫра, пӗлетӗн- и, ӑнма
Сан пекки вӗт кирлĕ, хитрескер.

Эп авлантӑм урӑххи ҫине,
Ҫухатнӑ телее шыраса.
Айӑпӑм ҫитрӗ ӗнтӗ пине,
Ютӑ ҫын куҫҫульне юхтарса.

Час-часах килетĕн асӑма,
Чӗрене вут- ҫулӑм хыптарса.
Салатса эп ятӑм ӑсӑма,
Сан сӑнна чунӑмра упраса.

Савӑнса вӗҫес килет ун чух,
Кӑкӑрта вӗри пулса каять.
Ӑнланап та - эсӗ манпа ҫук,
Ним те кирлĕ мар пулса тăрать.

Ӗненместӗп ӗнтӗ телее,
Ӗненместӗп сан туйӑмсене.
Эс пулсассăн - ҫитӗп хӗвеле,
Сансӑр - пуҫтарап хуйӑхсене.

Пустуях калаҫрӑм пулмалла -
Эс, паллах, ман ҫинчен шутламан.
Эп пӗлместӗп, мӗн ман тумалла,
Сансӑр турӑҫӑм ҫуккӑ пулсан.

-2