Найти тему
Тӳпе Юркки

АСРИ ӖҪСЕМ

Ҫапла иккен: апла - капла,
Пулни - иртни, курни - туйни.
Ҫамрӑк чухне ларать хакла,
Пахи вара - чӗре пуйни.

Пулни-иртни. Вӑл ман асап,
Вӑл манӑн ӗмӗрлӗх телей.
Паян та эп унран ӑсап,
Сӑнав та, кӑмӑл та, тӗллев.

Курни - туйни. Чӗрре кӗни,
Ҫӗтсе кайни те ҫул тупни.
Ҫӳле вӗҫсе ҫӗре ӳкни,
Ҫив юхӑма хирӗҫ ишни.

Тĕлпулусем, ҫулсем, ҫынсем:
Вĕсенчен пуль - асри ӗҫсем.
Пӑхатӑн та - иртеҫ кунсем,
Хыҫа юлсан - паха вӗсем.