Найти тему
Тӳпе Юркки

САР ХӖР ЧИРӖ

Эп чирлерӗм ҫутӑ чирӗпе,
Ялкӑшать куҫӑмра сар сӑну.
Ҫывраймастӑп ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе,
Тухтӑрӑм, тӑрӑнчӗ-ҫке сӑнну.

Сывалас теетӗп ку чиртен -
Асапа чӑтас ман хӑҫанччен?
Куҫӑма хуплатӑп хĕвелтен,
Ӑҫта сиплеҫҫӗ капӑр хӗрсенчен?

Сан сӑнна эп манмӑп ӗмӗрне,
Тем пулсан та ӳлӗм пирӗнпе.
Те яланлӑх, те ку - ӗмӗрне,
Эп чирлерӗм сар хӗр чирӗпе.