Сӑвӑҫа кӑлартӑн эс мана,
Сӑвӑпа эп ҫывӑрмастӑп кӗҫӗр.
Юрату пек анлӑ самана -
Самана пек юрату ман вӗҫсӗр.
Юрӑҫа кӑлартӑн эс мана -
Юрӑпа эп пурăнасшăн ӗмӗр.
Ӗмӗт пек ҫунатлӑ ман чуна,
Юррӑмра кӑна эсир ӗненӗр.
Ухмаха кӑлартӑн эс мана -
Ӑсчахран та нумайрах пӗлетӗп.
Юрататӑп пурнӑҫ пек сана,
Ҫавӑнпа та вăхăта ҫӗнетӗп.
ТӲПЕ ЮРККИ
Айкӑш 1980