Найти тему
Тӳпе Юркки

КИЛӖШЕТӖР-И?

Ҫуралатпӑр - макӑрса,
Ҫитӗнетпӗр - хӑраса,
Юрататпӑр - вӑтанса,
Пӗрлешетпӗр - васкаса.

Савӑнасшӑн - тарӑхатпӑр,
Юратасшӑн - кӗвӗҫетпӗр,
Пурӑнасшӑн - вӑрҫӑнатпӑр,
Вилес умӗн - савӑнатпӑр.