Эп сана текехрен никама та памас:
Арҫынна, сив ҫиле, ют куҫа, укçана.
Ирĕке те яма сана хӑрамас -
Чунупа чӗрӳне маншӑн ҫеҫ эс уҫан.
Тупрӗҫ ман алӑсем санӑн ыр ачашна,
Тутасем асилтерчӗҫ манса кайнӑ юрра.
Эп кӗместӗп шала санӑн иртнӗ асна -
Эс мана ҫеҫ юрат та мана ҫеҫ юра.
Эп вара вӗҫсе кайӑп инҫе тӳпене,
Илсе анӑп унтан мӗнпур ҫӑлтӑрне.
Телейпе ун чухне сан куҫу йӗпенет,
Эс ӑнланӑн вара - мӗн хак ҫак парне.
Эсӗ - манӑн савни, эсӗ - манӑн хӗвел,
Эп - сана кашни кун юратаканӗ.
Ҫакӑн пек вӑл - ҫемье, ҫакӑн пек вӑл - телей,
Пӗр тан туйӑмлӑх ҫеҫ - пурнӑҫа тӑсаканӗ.
Нумай та пачах мана кирлĕ мар:
Эсӗ ӑшшӑн кулни те сассу илтӗнни.
Юнашарччӗ ялан , ан пулсамччӗ сывмар,
Сӑмах эпӗ хушсан эсӗ хирӗҫ чӗнни.
Никама та кӑтартмӑп сана текехрен-
Юрату тĕнчине телейпе питӗреп.
Сан ҫине авланап - ҫак йӑла ӗлӗкрен,
Арăм кирлĕ ҫынна, вӑл арҫыншӑн - тӗрек.