Найти тему
Тӳпе Юркки

ПУРӐНСАН - ПУРӐНМА ПУЛАТЬ

Пурӑнас терӗм - пурӑнаймарӑм,
Вилес терӗм - вилеймерӗм,
Ӗҫлес терӗм - ӗҫлеймерӗм,
Пуяс терӗм - пуяймарӑм.

Мӗншӗн тесен - саваймарӑм,
Савнӑях та ҫынпа пулаймарӑм.
Савман ҫӗртен - савма тиврӗ:
Ун пек пурнӑҫ - ытла сивӗ.

Юрас терӗм - юраймарӑм,
Кулас терӗм - кулаймарӑм,
Ҫырас терӗм - ҫыраймарӑм,
Ҫывӑрас терӗм - ҫывраймарӑм.

Эпир те ҫав - кахал та мар,
Эпир те ҫав - ухмах та мар.
Пурӑнсан - пурӑнма пулать те ҫав,
Савнӑ ҫынпа кӑна пуль ҫав...