Пёрре пӑхсах тӑнран каятӑн ,
Нихçан курман ҫак илеме .
Аса килет Олеся ятӑн
Тӑван ҫӗршывӗ чӗреме .
Хитре хӗрсемлӗ Украина,
Чӗррӗн тухать куҫӑм умне.
Калас килет: - Килсем, дивчина,
Ҫыпӑҫтарам чӗре ҫумне!
Ҫав хитре, ӑшӑ ҫӗршывра,
Сан евӗрлӗ савни ман пулнӑ.
Ӑна асра шыра-шыра,
Миҫе ҫулталӑк пушӑ юлнӑ.
Телейлӗ пирӗн ӑраскал,
Манӑн айванлӑхӑмпа путланчӗ.
Кунҫул парнийӗ ҫавнашкал:
Сана курсан - веҫех вӑранчӗ.
Тӗлӗнмелле эсӗ хитре,
Вӑрнар ҫӗрӗн украинки.
Таса та ҫывӑх сан питре,
Курнать инҫе ҫӗрӗн инки.
Телейпеле ялан ҫӳре,
Пӗчченлӗхре ан пул нихçан.
Чун тӑвӑнсан - пӑхсам ҫӳле:
Тӳпе вӑл - пулăшать ялан.
Эп саншӑн пурнӑҫа тав тӑвӑп,
Чечек ӳстерӗп пахчара.
Ун умӗнче чылай эп тӑрӑп:
Сарӑ тӗсшӗн, ман чун - чура.