Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

АХАЛЬ МАР ХӖРАРӐМ

Ман юрату, хӗвел пулса,
Кашни кун ӑшӑттӑр сана.
Тӑратӑн эс ун пек кулса,
Мухтатӑп эп шевле сӑнна.

Ман туйӑмсем, ҫӑлтӑр пулса,
Чунна ҫутатчӗр яланах.
Пирĕн телей пырать тулса,
Пӗрне- пӗри тӗлпулсанах.

Ман ачашсем, уйӑх пулса,
Сан тӑрӑх вӑрттӑн шӑвӑнаҫҫӗ.
Ҫут ӗмӗтсем, ҫунат сулса,
Малашлӑх тӗнчине вӗҫеҫҫӗ.

Ҫак пурнӑҫри ҫитменлӗхсем,
Унта пачах та пирĕн ҫуккӑ.
Тахҫан тӗлленнӗ тӗлӗксем,
Ӑнлантӑм халь, пулман-ҫке суккӑр.

Сана эп курнӑ тахçанах,
Чунпа чӗреҫӗм хытӑ кӗтнӗ.
Сӑмах кӑна эс хушсанах,
Эсӗ камне эп ӗнтӗ пӗлнӗ.

Ахаль кӑна хӗрарӑм мар -
Турамӑшпе пӗр тан этем.
Тӳпе парнийӗ эсӗ ман -
Санӑн ятна ҫӳле ҫӗклем.

Хӗвел ӳксе сапаланни,
Пин-пин шевлеллӗ шӑнкӑрав -
Янравлӑ ҫавӑн пек кулни
Пиншер ҫыншӑн - таса пукрав.

Эсӗ юрланă юрăсем,
Тӳпе таран ялан янраччӗр.
Рай пахчине кӗме вӗсем,
Сан сассупа - этемлĕх чӗрӗ.