Ах, савниҫӗм,
Пӑлхатма
Шутламанччӗ те ҫав:
Пӗр вӗҫӗм, пӗр вӗҫӗм
Эсӗ манӑн пуҫра.
Каҫарсам.
Ӳкӗнме - ӳкӗнместӗп.
Ҫапах,
Тепĕр чух,
Чунӑм сурсан,
Асӑма килет - ҫке ҫӑва.
Мӗн усси пурӑннин
Ҫемьере.
Унта -
Ҫурҫӗрти
Шартлама сивӗсем.
Эпӗ
Пушхирте
Ҫӗтнӗ ҫын пек,
Пӗччен.
Пурнӑҫ ӑнма
Юрату - ҫке кирлех.
Сан хӗвелӳн
Шевли ӳкрӗ те,
Чунӑм ун патнех
Туртăнать.
Ҫакӑн пек.
Авлансан, тен,
Ютти килӗшет.
Пӗлеймес.
Анчах та:
Аслӑ ҫут тӗнчене,
Хамӑн чун-чӗреме,
Сан яту, сан сӑну
Карса илчӗ.
Эс парсассӑн ална,
Эс мана ӑнлансассӑн,
Эпӗ тухӑп ҫула
Ҫӑлтӑрсем таранах.
Ах, савниҫӗм,
Пӑлхатма юрамасчӗ те ҫав -
Чӑтаймарӑм:
Пӗр вӗҫӗм, пӗр вӗҫӗм
Эпӗ санӑн пуҫра...
САВНИ ПАТНЕ
Около минуты
20 июня 2023