Найти тему
Тӳпе Юркки

УЙРĂЛУ КЕРМЕНӖ

Умра - мӑшӑрлану керменĕ:
Унта ҫынсем ҫемье ҫавраҫҫӗ.
Мана халь тин камах хӗрхенӗ -
Тӑлӑх хутне мана параҫҫӗ.

Эп арӑмсӑр тӑрса та юлтӑм:
Те хурлӑха, те - ырлӑха.
Вӑл ман ҫине пӑхать те юттӑн,
Каяс килет ман хырлӑха.

Мӗн йывӑрпа унта каяҫҫӗ,
Пӗлет, паллах, пур вулакан.
Паян ман пурнӑҫӑн сӗм каҫӗ,
Чунра ҫунать миҫе вулкан.

Каллех - пӗччен, каллех - нуша,
Хӑҫан ик ҫын телейӗ ҫитӗ?
Чӗре те, ӗмӗт те - пушах,
Халь кам мана чӗрипе витӗ?

Хыҫра ак - уйрӑлу керменӗ,
Умра - ҫут шанчăкӑн шевли.
Мана та, тен, шӑпа хӗрхенӗ -
Кӗҫ тупӑнӗ хам евĕрли?