Найти тему
Тӳпе Юркки

ТӲПЕ ЮРККИ

Тупатпăр хамӑра валли -
Поэт шӑпи чылай синкерлĕ.
Эпир - Туррӑн сылтăм алли,
Сӑвӑҫ ҫырни - тӗнчешӗн кирлӗ.

Калаҫни ҫеҫ сахал пире,
Хута та хуратас килет.
Кам ӳкерет хитре ире,
Тепри, ав, юрласа илет.

Ташлас текенӗ те чылай,
Балет, театр та скульптура.
Чăваш ӑсталӑхӗ нумай -
Пуянланать пирӗн культура.

Сӑвӑҫ пулма та ҫӑмӑл мар-
Чылай чухне юнпа ҫыратӑн.
Ҫӗр-аннере - пирӗн тымар,
Чунпа вара - тӳпе тытатӑн.

Тӑрначчӗ манӑн хушамат,
Тӳпе Юркки пулса халь тӑтӑм.
Хам та сисмерӗм, хӑямат,
Турӑ алли пулса эп юлтӑм.