Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ПУРНӐҪ КӐНА

Хӗвел ҫунать парне ыйтмасăр,
Никам та тав тумасть ӑна.
Эпир турра мухтатпӑр майсӑр,
Ҫаплах кӗместпӗр-ҫке тӑна.

Кам пурнӑҫ парнелет пире,
Камӑн ӑшши те чӗр ҫути,
Илем кӳрет кашни ире,
Пур ҫимӗҫре унăн тути?

Сӑвва ҫыран мухтав кӗтмесӗр,
Чунри кӗвве ирӗк парса.
Тăрать вӑл умăрта кӗпесӗр,
Тасалӑхпа ҫеҫ хупланса.

Мӗн чуль ыр кӑмӑллӑх унра,
Ҫӗн шухӑш, туйӑм, юрату.
Анчах - сураҫҫӗ ҫеҫ чуна ,
Пур пархатарӗ - ырату .

Чечек нумай ҫут тӗнчере:
Илем хӗвелӗсем вӗсем.
Анчах - хуҫаҫҫӗ чӗрӗллех,
Мана кӑна пултӑр тесе.

Тӗнчен ҫӑлӑнӑҫӗ - илем?
Ӑна хӑйне халь кам упрайӗ?
Сирӗнтен чӗр пурнӑҫа илем -
Вара мӗнле мала вӑл кайӗ?

Ҫак ҫӗр ҫинче - пурнӑҫ кӑна
Унӑн илемӗ те тӗллевӗ.
Пурне те кăларать чӑна,
Тӳпе асамӗ - сар хӗвелӗ.

Саватӑп ҫутӑ пурнӑҫпа
Унăн тем тӗрлӗ пурлăхне.
Мӗн пур ӗҫе те пурнӑҫла,
Вара куран чун ырлăхне.