Тӳпе урамĕ - ман умра:
Чун-чӗререн юратнӑ уҫлӑх.
Кашни ҫут ҫӑлтӑрӗ - ҫумра,
Ӗмӗрӗпех пырать ҫак туслăх.
Сире эп саврӑм, ҫӑлтӑрсем,
Мӗн ачаран, мӗн пӗчӗкрен.
Савнипеле пӗрле тӑрса,
Шутлаттӑмӑр сире ирччен.
Эсир те чӗррӗн туйӑнаттӑр,
Калаҫнӑ эпӗ сирӗнпе.
Мӗскӗнлӗхре пулаттӑм паттăр,
Сире пӑхса эп ҫӗрӗпе.
Тек улшăнать ҫӗрҫи саккунӗ -
Тӳпе кӑна ҫав вырӑнтах.
Мӗн чухлӗ унăн ҫулӗ, кунӗ -
Ӑна пӗлеймӗн ыранах.
Ҫакна ҫеҫ хытӑ ӗненетӗп:
Унта - тӗлӗнмелле тӗнче.
Ҫӳлти аттемӗре чӗнетӗп,
Чуна илме ҫул вӗҫӗнче.
Анне те пур ҫӳл тӳпере -
Хӑйне уякана упрать вӑл.
Пурӑнас тесессĕн чиперех,
Тӳпе ҫине пӑхса эс савӑн.
Таса чунсен ҫӳлти ҫӗршывӗ,
Кӗтсе тăрать ялан пире.
Кӗрлеть те халӗ пурнӑҫ шавӗ,
Ӑҫта кӗтсе илен ире?
Тӳпе урамĕ - ман умра:
Ҫап-ҫут ҫынсемлӗ вӗҫсӗр уҫлӑх.
Кашни ҫветтуйӗ - ман ҫумра:
Ӗмӗрӗпех пырайтӑр туслăх!