Найти тему
Тӳпе Юркки

ЧӖРЕ КАЛАҪНИ

Шел,
Ҫынсен чӗрисем
Витĕр курӑнмаҫҫӗ.
Ӗненмеҫҫӗ вӗсем
Пӗр-пӗрне.
Манӑн вара
Чӗрем
Мӗнле ҫуннине
Сана
Витĕрех
Кӑтартассӑм килет.
Вăл - суймасть.
Чӗлхемӗн
Каламалӑх
Сӑмахӗ ҫитмест.
Вӑл чӗрене
Хӑйне
Сӑмах парать.
Итле, эппин,
Савни,
Чӗрем калаҫнине.