Чӗрем ҫуркуннепе тулли,
Чунра: ,,Куккук канмасăр авӑтатчӗ".
Хӗрарӑмӑн ӑшӑ кулли,
Юратупа тулса вӑтанчӗ.
Ӑна курсан - чун ирĕлет:
Мӗнле илем те тӗс, ачашлӑх.
Чунӑм хавалӗ ӗрӗхет -
Ним ҫукранах ҫӗн ташӑ ташлӑн.
Вӑл пур чухне эп - тӳпере,
Ӑна валли тетте суйлатӑп.
Савни те, пурнӑҫӗ - пӗрре:
Эх, чунӑмҫӑм, нихҫан ан ватăл!
Чӗрем ҫуркуннепе тулли:
Каллех куккукӗ авӑтать.
Хӗрарӑмӑн ӑшӑ кулли,
Ҫамрӑклӑха халь тавӑрать.