Ах, ачамсем-ҫунатӑмсем,
Тухса каятӑр ытла ир.
Тапать, тапать ҫунса чӗрем
Ҫула пуҫтарӑнсан эсир.
Пырасшăн вӑл та сирӗнпе,
Юласшăн мар ывӑлсенчен.
Чупать ачалӑх сиккипе -
Кӗҫех юлать вӑл сирӗнтен.
Мӗнпур ырри юлать хыҫа-
Умра та пулчӗррин вӗсем.
Пурнӑҫӑрпа хӑвӑр хуҫа,
Телей уҫҫи - ырӑ ӗҫсем.
Сирӗн ҫула - ман ӑшӑ пил,
Чи пысăк шанчăк, ыр шӑпа.
Сире ялан кӗтет тӗп кил,
Кӗтет тем пек вӑл - ӑшӑпа.