Мана хӗрарӑм савман чух
Пӑхатӑп эп тӳпе ҫине.
Унран хитри, чӑнах та, ҫук
Анчах та вӑл ҫав тер инҫе.
Савать хӗвелӗ тиркемесӗр,
Куҫне хӗсеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.
Эп савӑнап, хитремарскер -
Епле кӑтра шур пӗлӗтсем!
Ман чунӑм кайрӗ каҫӑхса,
Туйса тӳпе мӑнаҫлӑхне.
Савни, эс юлтӑн манӑҫса -
Тӗнчен ҫитместӗн уҫлӑхне.
Ҫут ҫӑлтӑр мар санӑн куҫу,
Куллу та хӗвелпе танлашмӗ.
Сӑрланӑскер санӑн ҫӳҫӳ -
Санпа, чӑн та, тӳпе калаҫмӗ.
Мана хӗрарӑм кирлӗ мар -
Авланӑп эп тӳпе ҫине.
Унăн чӗри чӑнах кӑвар,
Анчах - ӑнланӗҫ - и кине?