Найти тему
Тӳпе Юркки

ХӖВЕЛ САССИ

Санӑн сассу - хӗвел сасси:
Ҫемҫе те ӑшӑ, ҫутӑ, сарӑ.
Ӑна такам та савасси
Ман шутпала - нумай юлмарӗ.

Янратӑрах хӗвел шевли -
Кун пеккине этем илтменччӗ.
Ку - чи илемлӗ те шавли:
Тен , ҫавӑнпах ҫӑлтӑр именчӗ?

Ӑна курса тӳпе шӑпланчӗ,
Саркайӑк юррине вӗҫлерӗ.
Таҫтан, ҫӳлтен пӗр ангел анчӗ:
- Атте сана итлесшӗн, - терӗ.