Найти тему
Тӳпе Юркки

САСӐ ТУРРИ

Эп пӗлмен, сасӑн сӑн пуррине,
Ун вăйне те чунне, асамне.
Эп тӗлпултӑм сас туррине -
Манса кайрӑм хам пуррине.

Вӑл ҫӗклет мана тӳпене,
Вӗҫтерет ҫӑлтӑрсем хушшинче.
Пăлханса, тӗлӗнсе ҫӳҫенеп -
Еплерех пуян ку тӗнче!

Сасӑра юрату ҫарамас -
Парнелет вӑл хӑйне пӗтӗмпех.
Эпӗ халь унран хӑрамас -
Йышӑнатӑп ӑна тӗппипех.

Эпӗ хам та унпа пӗрешкел -
Вилесле юратап ҫак сасса.
Вӑл хитре те таса мӗнешкел -
Чун-чӗреҫӗм кайрӗ асса!

Эпӗ уншӑн - тӗнче хӗррине,
Тарҫӑна, патшана, ту тӑррине.
Ӗненетӗп вӑл чӗррине -
Эп тӗлпултӑм сас туррине.