Ман шанчăка ҫутса эс ятӑн,
Чӗреҫӗм хыттӑнрах тапать.
Телей ҫитессине туятӑп,
Шӑпа та пархатар сапать.
Ҫак кĕске пурнӑҫ ҫутинче
Ҫылӑх тени пачах та ҫук.
Хӗрарӑм пек хитре тӗнче,
Тӗнче пекех эсӗ хитре.
Сенкер тӳпе сан куҫусем,
Санӑн куллу - пӗчӗк хӗвел.
Мӗн - ма иртеҫҫӗ - ши ҫулсем,
Ӑҫта - ши пирӗншӗн тӗпел?
Халь эсӗ - пурнӑҫри телей,
Санран кĕтетĕп юрату.
Ҫынӑн чунне ӑҫтан пӗлен -
Тен, кӗҫ ҫуралӗ ырату?