Манаймӑп эп тӑван ҫӗре-шыва -
Кунта ҫуралнӑ та кунта киленнӗ.
,,Аннеҫӗм" сӑмаха - чи шанчăклă сӑвва,
Ҫавал тӑрӑхӗнче чӗлхем вӗреннӗ.
Манаймӑп эп атте те аннене -
Вӗсем мана савса ҫуратнӑ.
Юратупа телейӗме ӗненнӗ,
Ман ятӑмран шур хурӑн лартнӑ.
Манаймӑп эп тӑван ялйышӑма -
Туслӑхпала тӑванлӑх никĕсне.
Чун-чӗрепе шӑнсассӑн ӑшӑнма,
Курма васкатӑп эпӗ вӗсене.
Чăваш ҫӗршывӗпе чӑваш ҫынни -
Пӗтӗм тӗнчен чи хаклӑ туприсем.
Ҫитет халӑх кĕнеки ҫине ҫырни -
Эпир - этемлĕхĕн ҫӗр ҫинчи туррисем.
Мӑнаҫлӑ турӑ пек чӑваш йӑваш,
Вӑл чӑтӑмлӑ, ӗҫчен те пултаруллă.
Вăл тӳпере те ҫавӑрнӑ йӑва,
Унта та пурăнать ҫак халӑх-турӑ.