Эсӗ: "Ҫуккӑ" ,- тесе каласран хăраса,
Эп сана калаймас: ,, Пул ман арӑм" ,- тесе.
Чӗрери туйӑма виҫеймест тараса -
Сан умри ухмаха эс ҫавах ӗненсем.
Эпӗ саншӑн веҫех тума хатӗр паян -
Иртнине манӑҫма, ҫӑлтӑрсем пуҫтарма.
Эс мана юратсан - ҫиле хирӗҫ каян,
Вара тин пуҫланать ҫаврӑнма кустӑрма.
Икĕ ҫын урапи тапранать вырӑнтан,
Ӑна пирӗн туртма тивеетӗ пӗрле.
Пӗчченех кӳлӗнсен - питӗ час ывӑнан,
Ун чухне пуҫланать икӗ ҫыншӑн ҫӗрле.
Урапа туллиех - пирӗн иртнӗ ҫулсем,
Айӑпсем, йынӑшсем, чирӗ- чӗрӗ.
Хаклӑ тусӑм, савни, ҫакна эсё пӗл8сем -
Юратсан пӗр- пӗрне - ҫамрӑкланӗ чӗре.
Чунсенчи хӗвелсем хӗреле пуçласан,
Хускатсан ҫурхи туйӑм хытса ларнӑ чуна,
Телейпе капланса йӗрсе эсӗ яран:
Ӑнланатӑн вара - пурнӑҫпа эс ҫунан.
ИКӖ ҪЫН УРАПИ
Около минуты
1 прочтение
9 июня 2023