Эп тавӑратӑп сана пурпӗрех -
Вӑхӑта, пурнӑҫа, хама та ҫӗнсе.
Ҫӗр ҫинче пулмасан - тӗл пулап тӳпере,
Сансӑр пурнӑҫӑм ҫук - эсӗ манӑн тӗнче.
Санӑн ӑшӑ куллу - манӑн ҫутӑ хӗвел,
Сенкер куҫусемсӗр тӳпе те пушах.
Эсӗ хирӗҫ утни - пурнӑҫпа тан телей,
Юнашар эс ҫукки - манӑн чӗрӗ нуша.
Чӗреме те, ыйтсан, эпӗ парӑп сана,
Пурнӑҫа, ик куҫа, аллӑма, урана.
Сывлăшпа ҫӑкӑр пек эсӗ кирлĕ мана,
Эс килсен ман пата - вилĕмрен вӑранап.
Ан кӗттер нумайччен - вӑхӑт хӑвӑрт пӗтет,
Ман ҫырассӑм килет пур телейӗм ҫинчен.
Тухӑҫран ман пата кăвакарчăн вӗҫет,
Вӑл пӗлет пулмалла - эпӗ питӗ пӗччен.