Найти тему
Тӳпе Юркки

ВӖҪЛЕНМӖ ПИРӖН ТĔЛПУЛУ

Мӑшӑрӑма - Роза Трофимовӑна
Мӑшӑрӑма - Роза Трофимовӑна

Тӳпеллӗ санӑн куҫусем,
Хӗвеллӗ санӑн ӑш куллу.
Юхаҫҫӗ майĕпен ҫулсем -
Вӗҫленмӗ пирӗн тĕлпулу.

Чӗре ҫунать чӗр туйӑмпа,
Ҫутӑ сӑну ялан асра.
Санӑн ятна ҫырап юнпа
Пурнӑҫ тӳпи ҫине час-час.

Ҫут тӗнчере мӗн хитрине,
Веҫех эп парӑттӑм сана:
Хӗвел пит ҫывӑх ирхине,
Улӑх тулли ҫиҫет ахах.

Ҫӳл тӳпери ҫӑлтӑрсене
Эп ҫакӑттӑм мӑю тавра.
Мӗнпур хитре чечексене
Эп парӑттӑм ҫак уявра.