Сана курни - ман хурлану,
Сана савни - ман ырату.
Хӗвел пек ҫутӑ сан сӑну -
Ман пурнӑҫ тăршшĕ юрату.
Телейлӗ, сумлă ӗмӗтсем,
Чечек тӗнчи пек туйӑмсем.
Тӳпеллӗ санӑн куҫусем -
Кама саваҫҫӗ-ши вӗсем?
Шыраттараҫ укҫа ҫынна -
Машин пӗлет ҫул инҫине.
Чӗре ӳкерӗ сан сӑнна,
Кашни самант листи ҫине.
Сана курни - чӑн-чӑн телей,
Сана савни - ман ырату.
Пӗртен-пӗр ҫӗр ҫинчи хӗвел
Эс - пурнӑҫ тăршшĕ юрату.