Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

СӲНМЕ ПӖЛМЕН ЧӖРЕСЕМ

Тӳпе ҫине ҫӑлтӑрсенчен,
Ятна хурас килет ҫырса.
Сӳнме пӗлмен чӗресенчен
Эп хурӑттӑм хӗвел туса.
Светлана ятлӑ ҫуркунне
Савăнтарать ман чӗрене.
Ик ҫыншӑн ҫуккӑ кĕркунне,
Вӗсем тек юлмӗҫ пӗччене.
Илемӳпе те, чӗрӳпе
Эс тӑтӑн халь хӗвел пулса.
Телейлӗ ҫӑлтӑр кӗрӳ пек,
Ҫӳретӗп эп те йӑл кулса.
Санпа кӑна пулас килет,
Куллу айне пулса путасчӗ.
Нумай кӗтсен - телей ҫитет,
Ятна та - ҫӑлтӑрпах ҫырасчӗ.

Тӳпе ҫине ҫӑлтӑрсенчен,
Ятна хурас килет ҫырса.
Сӳнме пӗлмен чӗресенчен
Эп хурӑттӑм хӗвел туса.

Светлана ятлӑ ҫуркунне
Савăнтарать ман чӗрене.
Ик ҫыншӑн ҫуккӑ кĕркунне,
Вӗсем тек юлмӗҫ пӗччене.

Илемӳпе те, чӗрӳпе
Эс тӑтӑн халь хӗвел пулса.
Телейлӗ ҫӑлтӑр кӗрӳ пек,
Ҫӳретӗп эп те йӑл кулса.

Санпа кӑна пулас килет,
Куллу айне пулса путасчӗ.
Нумай кӗтсен - телей ҫитет,
Ятна та - ҫӑлтӑрпах ҫырасчӗ.