Найти тему
Тӳпе Юркки

ЮРАМАН ЮРАТУ

Хӗвеле алӑпа хуплаймас,
Ҫӑлтӑрпа ӑшӑнмасть чун-чӗре.
Туйӑма пытарса пурнаймас -
Ҫӗр ҫинче пурӑнатпӑр пӗрре.

Юрамасть. Ӑнланатӑп - ҫавах,
Мӗн тӑвас, юрататӑп пулсан?
Мӗн тӑвас - тӗнчере эс пурах,
Мӗн тӑвас - саваймастӑп пулсан?

Мӗн тӑвас, юрататӑп пулсан,
Мӗн тӑвас, пурнаймастӑп пулсан?
Мӗн тӑван, юрататӑн пулсан,
Мӗн тӑван, чӑтаймастӑн пулсан?