Найти тему
Тӳпе Юркки

КУПӐС

Виҫҫе пуснӑ ывӑла
Илсе патӑм купăс.
Ташла, ывӑлӑм, юрла
Артистсемпе тупӑш.

Кӗҫех пирӗн пӳлĕмре
Янӑрарӗ кӗвӗ.
Пӑхса илтĕм те тепре,
Хытса тӑма тиврӗ.

Шалти ҫынна шыраса,
Ывӑл пӑснӑ купӑса.
Айӑплин кӑмӑл таса -
Кӗтӗр ҫеҫ ӳлӗм ӑса!