Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ҪИТӖП ТӲПЕНЕ

Хӗвел пекех санӑн куллу,
Ҫерем ҫырли сан тутусем.
Чунра юлать ҫак тӗлпулу,
Иртсессӗн те нумай кунсем.
Сан куҫусем - ҫут ҫӑлтӑрсем,
Сӳнеймӗҫ маншӑн нихӑҫан.
Тархасшӑн , вӑрттӑн пӗлтерсем,
Манпа пулатӑн эс хӑҫан?
Сана кӗтсе чӗрем сурать -
Телейпе хурлӑх ӑмӑртаҫҫӗ.
Ҫитейӗп тӳпене ҫурран -
Шӑпамӑра унта татаҫҫӗ.
Пӗр саншӑн ҫеҫ чӗрем ҫути,
Пӗр саншӑн - турӑ умĕнче.
Пӗр пултӑр пурнӑҫӑн утти,
Пире пил патӑр ҫут тӗнче.

Хӗвел пекех санӑн куллу,
Ҫерем ҫырли сан тутусем.
Чунра юлать ҫак тӗлпулу,
Иртсессӗн те нумай кунсем.

Сан куҫусем - ҫут ҫӑлтӑрсем,
Сӳнеймӗҫ маншӑн нихӑҫан.
Тархасшӑн , вӑрттӑн пӗлтерсем,
Манпа пулатӑн эс хӑҫан?

Сана кӗтсе чӗрем сурать -
Телейпе хурлӑх ӑмӑртаҫҫӗ.
Ҫитейӗп тӳпене ҫурран -
Шӑпамӑра унта татаҫҫӗ.

Пӗр саншӑн ҫеҫ чӗрем ҫути,
Пӗр саншӑн - турӑ умĕнче.
Пӗр пултӑр пурнӑҫӑн утти,
Пире пил патӑр ҫут тӗнче.