Найти в Дзене
Тӳпе Юркки

ПӖТӖМ ПУРНӐҪ ХЫҪРА

Пӗтӗм пурнӑҫ асра. Пӗтӗм пурнӑҫ хыҫра.
Тин кӑна ун хуҫи эпӗ хамччӗ.
Халӗ анчӗ хӗвел. Ӗмӗр тӗттӗм каҫра
Эс, аннеҫӗм, мана ан мансамччӗ.

Вилĕм килчӗ ирех. Авланса ҫеҫ ярсаттӑм.
Хыҫҫӑнах, инкеке, илсе кайрӗҫ вӑрҫа.
Халӗ эпӗ хама туятӑп пит ваттӑн.
Шухӑшра - ачасем. Манӑн ҫуккӑ ача.

Тен, ҫуралӗ вӑл та. Эс ӑна курма тивӗҫ.
Ҫук пулсассăн вара - ыттисем асӑмра.
Эп шанатăп ҫакна - пурӑнма вӗсем пӗлӗҫ.
Пӗр-пӗрне пирӗн пек пӗтермӗҫ вӑрҫӑра.

Пӗтӗм пурнӑҫ асра. Пӗтӗм пурнӑҫ хыҫра.
Ирӗк пулӗ ҫӗршыв, туслӑ пулӗ тӗнче.
Ҫавӑнпа ман асап. Ҫавӑнпа эп вара
Вилсе выртӑп кӗҫех украин ҫӗрӗнче...